Пирĕн республикăра ака уйăхĕн
25-мĕшĕнче ҫулленех Чăваш чĕлхи кунне паллă тăваççĕ.
Чăваш чĕлхине вĕрентес, аталантарас
тата сыхласа хăварас тесе, çитĕнекен ăрăва чăваш йăли-йĕркисемпе, культурипе
паллаштарас тесе Хуракассинчи пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлÿ паракан шкулта нумай ĕç туса
ирттереççĕ. Кăçал та вĕренекенсем Чăваш
чĕлхи кунне анлăн уявларĕç. Ҫак куна халалласа кĕçĕн класра вĕрентекенсемпе вĕренекенсем шкул залне уява
пухăнчĕç.
Чи малтанах ачасем И.Я. Яковлев ĕçĕ-хĕлĕпе,
чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе паллашрĕç. «Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук», – тенĕ
И.Я. Яковлев. Пирĕншĕн чи хаклă, чи юратнă, чи çывăх чĕлхе вăл – чăваш чĕлхи.
Уявра ачасем тăван чĕлхепе сăвăсем чуна
пырса тивмелле вуларĕç, «Ҫӗр-пин юрӑ ҫӗршывӗнче», «Шурӑ кӑвакарчӑн» юрăсем
шăрантарчĕç, «Сӑрӑлла» чăваш вăййи выляса кăтартрĕç. 3-мӗш класра вӗренекенсем
«Тилӗ тус» юмаха лартса савăнтарчĕҫ. Куракансем вӗсене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса
хавхалантарчӗҫ.
Чăваш
çыннин пурнăçӗ, унӑн йăли-йĕрки, юрри-кĕвви ачасен асĕнче юласси пирĕнтен нумай
килет. Ыррине пур çĕрте те анлăн сарма, çĕнетсе аталантарма май пур пирĕн халӗ!
Эппин, хамăр яваплăха туйса тăван халăх йăли-йĕркине çĕнĕрен вăй илме пулăшар.
Паянхи уяв тăван чĕлхепе мăнаçланас,
ăна тĕпчес-упрас туйăма çĕклерĕ. Малашне те тăван чĕлхемĕре савса мухтар!
Гаврилова
С.Н., Егорова Н.В, Журавлёва Л.А., Артемьева Е.В.,
Рыбакова
А.Н. кĕçĕн класра вĕрентекенсем.