Анне - пурнӑҫ илемӗ

Анне - пурнӑҫ илемӗ

 

Анне

Мĕн тери çепĕç, ырӑ,

çывăх  сăмах вăл.

 Тĕнчери пур

чĕлхепе те вăл ачаш кĕвĕ пек янăрать. Шартлама

сивĕ çурçĕрте-и, тӳсейми шăрăх

кăнтăрта-и, вĕçĕ хĕррисĕр пуш хирте-и –

пур çĕрте те телейлĕ пуласлăх ачисем амăшĕн кӑкӑрӗ

 еннелле кăпăшка аллисемпе

туртăнаççĕ. Ҫак асамлӑ сӑмахра чун-чӗре ӑшши, пурнӑҫ кун- ҫулӗ.

Поэтсем аннене ахахпа та, çутă çăлтăрпа та, чи хитре чечекпе те танлаштараççĕ.  Аннесене   чунтан юратса , хисеплесе уяв кунӗ    тӗлне  шкул ҫулне  ҫитмен ачасем хаваспах сӑвӑсем, юрӑсем, ташӑсем вӗренсе аннесен кӑмӑлӗсене ҫӗклерӗҫ, хӑйсен пӗчӗк аллисемпе ӑсталанӑ  парнесемпе  саламларӗҫ.

 

Упрасчĕ аннесене… Вăл юнашар пулсан

тĕнче илемлĕ. Аннесене нихçан та манас марччĕ, вĕсен

чĕрисене çунтарса кун-çулне кĕскетесрен

сыхланасчĕ. Хамăрăн ырă ĕçсемпе кăна

чунĕсене савăнтарасчĕ, уявсенче кӑна мар, ахаль кунсенче те аннесене

ăшă сăмах каласа чун-чĕрисене

ӑшӑтасчӗ. Вĕсен илемлĕ çӳçĕ

вăхăтсăр ан шуралтăр, хитре сăнĕ-пичĕ ан

тĕксĕмлентĕр.

Сывлӑхлă, телейлĕ пулăр, хисеплӗ  аннемĕрсем!

Эпир сире  юрататпăр!

Воспитательсем.

Фотогалерея