Хӑнара пултӑмӑр.

Хӑнара пултӑмӑр.



> Чӑваш чӗлхи эрнинче ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Хуракасси шулӗнче 6 –мӗш класра вӗренекенсем Михайлова Маргарита Степановна патӗнче хӑнара пулчӗç. Маргарита Степановна Хуракасси тӑрӑхӗ çинчен 5 кӗнеке авторӗ, шкулта 38 çул ытла ӗçленӗ ветеран, кӑмӑллӑ та тараватлӑ канаш пама пултаракан вӗрентекен.
> Ачасене Маргарита Степановна чӑваш тумӗпе питӗ тарават кӗтсе илчӗ. Пиртен çӗленӗ тум шкул ачисене тӗлӗнтерчӗ, кӗпе чӑн та пиртен пулнине тытса та пӑхрӗç. Малтанах ачасене Маргарита Степановна несӗл йывӑçӗпе паллаштарчӗ, кашни турачӗ çинчен каласа пачӗ. Несӗл йывӑççине Евгения Жачева тӗрлесе парне тунӑ иккен. Паллӑ тӗрӗ ӑстипе тӑванлӑ пулни ачасене тата та ытларах ыйту пама хистерӗ. Маргарита Степанова вара пире ӑстаçӑн кӗнекисемпе те паллаштарчӗ. Хӗр ачасене йӗри-тавра тӗрлӗ тӗслӗ çипрен çыхса хатӗрленӗ эрешсем те килӗшрӗç. Унтан ачасене Маргарита Степановна хӑй çырса пичетленӗ кӗнекесене кӑтартрӗ. Вӗсенче эпир палллакансене шырарӑмӑр. Тӗлпулу саманчӗпе усӑ курса темӗн çинчен те ыйтса пӗлтӗмӗр, Хуракасси тӑрӑхӗнчи кашни урам çинчен каласа пачӗ Маргарита Степановна. Вӑл каланӑ май татат ытларах интереслӗ ыйтусем çуралчӗç. Кашнин ял миçемӗш çулта пуçланса кайнине, малтан камсем пурӑннине тата вӗсем мӗн ӗçлени çинчен пӗлесшӗн пулчӗç. Тӗлпулу ачасене хамӑр пурӑнакан тӑрӑхра интересли нумаййине курма вӗрентрӗ. Чӑваш тумӗн авалхи тенкисене тытса курма май пачӗ.

Класс ертуçи О.Г. Сарбаева

Фотогалерея