Чăваш тĕрри – ĕмĕр сасси,
Пулни, иртни те пуласси,
Пин-пин çулсен тарăн йĕрри,
Асаннесен паха тупри
Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕ – чăваш тĕррин
кунĕ. Ăна 2021-мӗш ҫулта уявлама йышăннă. Çак кун йĕркеленĕ ĕçсен тĕп тĕллевĕ
чăваш культурине аталантарасси, мăн асаттесен туприне - чăваш тĕррине - упраса
хăварасси, тĕрĕçĕсен ăсталăхне малалла та аталантарасси пулса тăрать.
Çак кун тĕнчери пур чăваш чунлă çын
та республика, район, шкул шайĕсенчи мероприятисенче хутшăнса хăйĕн
пултарулăхне кăтартма тăрăшать. Хуракасси вăтам шкулти 5 класс ачисем те аякра
тăрса юлас мар терӗҫ. Вĕсем урокра чăваш тĕрри çинчен калаçрĕç. Ачасем
асламăшсен çÿпçинче упранакан пуянлăха сăмса тутрипе ал шăллине тытса курчӗҫ. Çак
кашни япаларах чăвашлăх палли пур – чăваш тĕрри. Аслӑрах класра вӗренекенсем
хăйсен аллипе тĕрленĕ сăмса тутрисене те алла тытса сӑнарӗҫ. Вӗсем чăваш
культури малалла та пурăннине, аталаннине çирĕплетет. Лавккасенче сутакан ал
шăллисем те хитре пулнине палăртрĕç ачасем, анчах алăпа тĕрлени чуна çывăх пулнине
пĕлтерчĕç. Урок вĕçĕнче 5 класс ачисем хăйсем хут ҫине эрешсем ӳкерсе сӑмса
тутри турӗҫ. Ытти ачасен килĕсенче те
тĕрленĕ кĕпесемпе, саппунсем, пиçиххисем пурри çинчен пĕлтерчĕç.
Урок пурин кăмăлне те çĕклерĕ. Пирĕн мăн асаттесен туприне сыхласа, упраса хăвармалла иккенне тавçăрса илчĕç пулĕ тесе шутлатăп. Чăваш тĕнчине аталантараканнисем вĕсем-çке!
Директор çумĕ Сарбаева О.Г.