Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ кăçал
пĕрремĕш хут «Несĕл эткерлехĕ» конкурс ирттерчĕ. Конкурсăн тĕп
тĕллевĕ – чăваш халăхĕн культурине çемьере тытса пырасси, йăли-йĕркине,
ăсталăхне упраса хăварасси.
Конкурса чăвашлăха
упракан 25 çемье хутшăнчĕ. Конкурса тăратнă ĕçсенчен тăххăрăшĕ «Эпир
– туслă кил-йыш» номинаципе, тепĕр тăххăрăшĕ – «Пирĕн тăван кĕтес» номинаципе,
виççĕшĕ – «Эпир тăван халăхăмăрăн йăли-йĕркисене кил-йышра тытса пыратпăр!»
номинаципе, тăваттăшĕ – «Ĕмĕр-ĕмĕр янра эс, тăван чĕлхем» номинаципе пулчĕç.
Видеороликсенче конкурсантсем çемьен
пурнăçне, кил-йыш тĕп вырăна мĕне хунине, наци традицийĕн, культурин
уйрăмлăхĕсене уçса пачĕç, тăван ялăн, хулан, республикăн паллă вырăнĕсем
çинчен каласа пачĕç.
Жюри членĕсем кашни ĕçпех тимлĕ
паллашрĕç. Хуракаси вӑтам шкулӗнчи 8 класра вӗренекен Анастасия Перцева призер пулса тӑнӑ. Хӑйӗн
видеороликинче Настя тӑван Нарат Чакки ялӗ ҫинчен каласа пачӗ.
Конкурса хутшăннă Перцева Анастасийӑна
саламлатпăр. Ĕçре, вĕренÿре ăнăçу сунатпăр!
8 класс ертӳҫи Т.В.Михайлова