Кăçалхи 2022 çула Чăваш Республикин пуçлăхĕ Олег Николаев указĕпе килĕшӳллĕн Паллă ентешсен ҫулталӑкӗ тесе йышăннă.
Кашни кĕтес хăйĕн пултаруллă та маттур çыннисемпе пуян.
Пирĕн тăван енре те çакăн пек çынсем пур.
Паллă ентешсене халалласа çу уйăхĕн 17- мĕшĕнче
Хуракассинчи пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулта 5 - мӗш класра вӗренекенсемпе «Палллă
ентешсемпе мухтанатпӑр!» ятпа тӗл пулу
иртрĕ. Хӑнана çак тӑрӑхри паллӑ ентешӗмӗре Михайлова Маргарита Степановнӑна
чӗнтӗмӗр. Маргарита Степановна çак шкулта 38 çул хушши вӗрентекен пулса ӗçленӗ,
халӗ вара Хуракасси ял хутлӑхӗ тӑрӑхӗнче пурӑнакансем çинчен çырать, тӑван тавралӑх историне тӗпчесе упраса хӑварма
тӑрӑшать. Пуян материала кӗнекене пуçтарса пичетлесе çамрӑк ӑру валли хӑварать. Маргарита
Степановна ачасене çырса кӑларнӑ кӗнекесемпе паллаштарчӗ, кӑсӑклӑ страницӑсене
тупса интереслентерчӗ.
Асăннă тӗл пулу ачасемшĕн питĕ интереслĕ
иртрĕ. Ыйтусем çине хуравланă май вĕренекенсемшĕн пĕлмелли, тĕлĕнмелли чылай
пулчĕ.
Чăваш чĕлхипе
литературине вĕрентекен Сарбаева О.Г.