Пирĕн мăн асаттесен туприне сыхласа, упраса хăвармалла

Пирĕн мăн асаттесен туприне сыхласа, упраса хăвармалла

Пирĕн мăн асаттесен туприне сыхласа, упраса хăвармалла

Чăваш тĕрри – ĕмĕр сасси,

Пулни, иртни те пуласси,

Пин-пин çулсен тарăн йĕрри,

Асаннесен паха тупри.

Иванова В.М.

Чӑваш чӗлхине халалланӑ эрнере 6-мӗш класра вӗренекенсем чӑваш тӗрри пуянлӑхӗпе паллашрӑмӑр. Тӑван халӑха ҫутта кӑлараканӗ И.Я.Яковлев пирӗн ҫӗр пин сӑмах, ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ пур тенӗ. Ӑҫтан тупӑннӑ-ши несӗлсен ҫавӑн чухлӗ пуянлӑх? Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ку халӑх хӑйӗн йӑли-йӑркине ҫирӗппӗн пӑхӑнса упранинчен килнӗ. Акӑ, тӗслӗхрен, ҫуркунне ҫамрӑксем вӑйӑ картине тӑнӑ. Кашни хӗрачан ҫак уява тӗрлесе ҫӗленӗ тумпа, ҫӗнӗ юрӑпа тухмалла пулнӑ. Кӗввине те, сӑввине те, кӗпине те хӑех вӑрӑм хӗл кунӗсенче хатӗрленӗ. Ҫамрӑксем илемлӗ юрӑ шӑрантарнӑ, хитре кӗписен ӳкерчӗкӗсене пӗр-пӗринчен илсе малалла аталантарнӑ. Ҫапла вара, сӑмахӗсем, юррисем, тӗррисем ҫулран-ҫул хушӑнса пынӑ. Халӑх ӑстисем авалхи маҫтӑрсенчен вӗренсе ӗҫӗсене капӑртарах тата  пахарах тума тӑрӑшнӑ.

          Сӗнтӗрвӑрри районĕнчи Хуракассинчи  вăтам шкулти 6-мӗш класри ачасем те аякра тăрса юлмарĕç. Вĕсем урокра  чăваш тĕрри çинчен калаçрĕç, тĕрĕ çинчен калакан илемлĕ чăваш сăввисене вуласа киленчĕç. Урокра ачасем асаннесен çÿпçинче упранакан пуянлăхпа та паллашрӗҫ: сурпан, сăмса тутри, ал шăлли. Çак кашни япаларах чăвашлăх палли пур – чăваш тĕрри. Урок вĕçĕнче 6 класс ачисем хăйсем  ҫак пуянлӑха хут ҫине ӳкерсе пӑхас терӗҫ. Вӗсем ҫанӑ вӗҫӗ тӗррисене сӑнарӗҫ: ҫекӗл, шыв юххипе чӗп куҫӗ, тусем, кӑвакалсем, шевле, сакӑр ҫунат, пайлани, ҫӗрпе пӗлӗт, шыв кукри, лӗпӗш, вӗрене ҫулҫи, хурт, чӗпчӗркке, сухаланӑ ҫӗр. Вӗсенчен эреш турӗҫ.

Урок пурин кăмăлне те çĕклерĕ. Пирĕн мăн асаттесен туприне сыхласа, упраса хăвармалла иккенне тавçăрса илчĕç пулĕ тесе шутлатăп. Чăваш тĕнчине аталантараканнисем вĕсем-çке!

Сарбаева О.Г., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен