«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2022» акци иртрӗ.

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2022» акци иртрӗ.


       «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ − 2022» акци ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртрӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ – чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстересси. Хуракасси вӑтам шкулче вӗренекенсемпе ӗҫлекенсем те диктанта хутшӑнчӗҫ. Кӑҫалхи диктант тексчӗ пирӗн район ҫыннисемшӗн хумхануллӑ. Диктант текстне паллӑ ҫыравҫӑ, журналист, ӑсчах, педагог Константин Петров ҫырнисем тӑрӑх йӗркеленӗ. «Текст чӑваш чӗлхине тӗнче уҫлӑхне ҫити ҫӗклесе чӑваш халӑхӗ пирки пӗтӗм тӗнчене пӗлтернӗ Улӑпӑмӑр, икӗ хут Совет Союзӗн Геройӗ ятне тивӗҫнӗ Шуршӑл ачи – Андриян Николаев космонавт летчик ҫинчен».  «Уҫлӑхра - икӗ космонавт» ятлӑ текст  пурне те ҫывӑх.

Диктанта икӗ тӗрлӗ хутшӑнтӑмӑр. Малтан диктант текстне 12.00 сехетре тӳрӗ эфирта Чӑваш наци радиовӗн 105,0 Fm тата 72,41 УКВ хумӗсем ҫинче  итлесе шӑрҫаларӑмӑр, унтан классенче ҫыртӑмӑр. Тӳрӗ  эфирта текста Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Евгений Урдюков вуларӗ.

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ О.Г. Сарбаева