1992 çултанпа пирĕн республикăра ака
уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне паллă тăваççĕ.
Чăваш чĕлхине вĕрентес, аталантарас тата
сыхласа хăварас тесе, çитĕнекен ăрăва чăваш йăли-йĕркисемпе, культурипе
паллаштарас тесе Хуракассинчи пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулта нумай ĕç туса
ирттереççĕ. Кăçал та вĕренекенсем Чăваш
чĕлхи кунне анлăн уявларĕç. Ҫак куна халалласа вĕрентекенсемпе вĕренекенсем
шкул залне уява пухăнчĕç.
Чи малтанах ачасем И.Я. Яковлев
ĕçĕ-хĕлĕпе, чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе паллашрĕç. «Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ
çук», – тенĕ И.Я. Яковлев. Пирĕншĕн чи хаклă, чи юратнă, чи çывăх чĕлхе вăл –
чăваш чĕлхи. Уявра кěҫěн класра вěренекен ачасем
тăван чĕлхе çинчен сăвăсем чуна пырса
тивмелле вуларĕç, юрăсем шăрантарчĕç, чăваш вăййи выляса кăтартрĕç. Хĕрачасен
ушкăнĕ чăваш ташшипе савăнтарчĕ. 1 класра вěренекенсем чӑваш
просветителě И.Я.Яковлев хайлавěсем
тӑрӑх хаваслӑ
сценкӑсем лартса пачěҫ.
Хуракасси ялěн культура ҫурчě
ҫумěнчи «Сентреш»
ушкӑн та уявра хисеплě
хӑна пулчě, чӑваш
халӑх юррисемпе пухӑннисене
савӑнтарчě.
Чăваш çыннин пурнăçне, унӑн йăли-йĕрки,
юрри-кĕвви ачасен асĕнче юласси пирĕнтен нумай килет. Ыррине пур çĕрте те анлăн
сарма, çĕнетсе аталантарма май пур пирĕн халӗ! Эппин, хамăр яваплăха туйса тăван
халăх йăли-йĕркине çĕнĕрен вăй илме пулăшар.
Паянхи уяв тăван чĕлхепе мăнаçланас, ăна
тĕпчес-упрас туйăма çĕклерĕ. Малашне те тăван чĕлхемĕре савса мухтар!
Егорова Н.В,
Гаврилова С.Н., Журавлёва Л.А., Артемьева Е.В. кĕçĕн класра вĕрентекенсем тата
воспитатель Рыбакова А.В.