Чăваш чĕлхи кунĕ ячӗпе сӑвӑсем каларӑмӑр.

Чăваш чĕлхи кунĕ ячӗпе сӑвӑсем каларӑмӑр.

      Ака уйӑхӗн 25 –мӗшӗнче пысăк уяв - чăваш чĕлхи кунĕ. Ҫак уява И.Я.Яковлев ҫуралнӑ кунӗнче палӑртма пуҫланӑранпа кӑҫал (2022 ҫулта) 30 ҫул ҫитрӗ. Ӑна эпир 1992 ҫултанпа паллӑ тӑватпӑр. И.Я.Яковлев чӑваш халӑхне питӗ юратнӑ, уншăн нумай ӗҫ туса хӑварнӑ. Вӗсенчен чи пӗлтерӗшлисем Çаксем: ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелени, пĕрремĕш чӑваш букварьне кӑларни, шкулсем уҫса вӗсенче чӑваш ачисене вӗрентни тата чӑваш учителӗсем хатӗрлени. «Манӑн чунӑм пӗрмаях сирӗншӗн ҫунатчӗ, халь те ак манӑн мӗн пур шухӑшӑм сирӗн ҫийӗре куҫрӗ», - тесе ҫырнă И.Яковлев «Чӑваш халӑхне панӑ халалӗнче».

         Чăваш чĕлхипе пирĕн асатте- асаннесем калаҫнă. Чăваш чĕлхине вĕсем пире пехиллесе хăварнă. Чăваш чĕлхи- пирĕн тăван чĕлхе. Вăл пуян, илемлĕ, янăравлă та çепĕç. Чăваш чĕлхи чăваш юрри пекех янăравлă, кĕвĕллĕ.   Уява сума суса вӗренекенсем чӑваш чӗлхи ҫинчен сӑвӑсем каларӗҫ, ваттисен сӑмахӗсене аса илчӗҫ, чӑваш тумӗпе сӑн ӳкрӗҫ. 

Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен О.Г. Сарбаева