Çак чĕлхепе эп калаçатăп,
Куллен çыратăп та вулатăп,
Çак чĕлхепе эп мухтанатăп,
Куллен-кунах ăса туптатăп.
(Титова. О.)
Чӑваш чӗлхи эрнинче 9-мӗш класра
вӗренекенсемпе словарьсен тӗнчине курма тӑрӑшрӑмӑр. Кашни чӗлхерех вӗсен йышӗ сахал
мар. Кулленхи пурнӑра эпир халӗ ытларах телефон ҫинчи словарьсемпе усӑ
куратпӑр. Паян вара 17 томлӑ словаре алла тытса ӗҫлерӗмӗр.
Чӗлхеҫӗсем каланӑ тӑрӑх, вырӑс чӗлхинче
ҫур миллиона яхӑн сӑмах.
Чӑваш чӗлхинче, пурте пӗлекен афоризмпа
килӗшӳллӗн, чӑнах та ҫӗр пин сӑмах пулмалла. /Ҫав хушӑрах кулленхи хутшӑнура
эпир пӗр пин сӑмахпах ҫырлахатпӑр. Чи тулли чӑваш словарӗ — Н.И. Ашмаринӑн
"Чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки". Унта аллӑ пилӗк пине яхӑн сӑмах. 1985 Ҫулта
Мускавра тухнӑ "Чӑвашла-вырӑсла словарьте" ҫирӗм ҫичӗ пине яхӑн сӑмах
тӗл пулать. /Хуплашки ҫине "хӗрӗх пине яхӑн" тесе палӑртнӑ/... Хӑй
вӑхӑтӗнче Александра Фукс каланинчен: "Чӑваш чӗлхи питӗ чухӑн. Унта тымар
сӑмах хисепӗ пинрен те сахалтарах". Апла мар. Ҫирӗм ҫичӗ пин, аллӑ пилӗк
пин, ҫӗр пин — ку вӑл пӗтӗмпех пирӗн пуян чӗлхемӗр.
Н.И.
Ашмарин вырăс çынни пулнă пулин те, чăваш чĕлхине нумай тĕпченĕ. Ун çинчен эсир
çак кĕнеке тăрăх тĕплĕнрех паллашма пултаратăр: Федотов М.Ф. Н.И. Ашмарин.
Краткий очерк жизни и деятельности. – Ч., 1995. Пирĕн шкул библиотекинче
Ашмаринăн чаплă 17 томлă словарĕ те пур. Унăн чăвашла ячĕ – «Чăваш сăмахĕсен
кĕнеки», латинла ячĕ - «Thesaurus» («Сокровищница»).
Ачасем
тĕпчев урокĕнче Ашмарин словарӗнчи сӑмахсем хушшинче халӗ калаҫура
усӑ курманисене шыраса тупрӗҫ, вӗсен пӗлтерӗшне пӗлме тӑрӑшрӗҫ. Ҫак
кивелнӗ сӑмахсемпе ваттисен сӑмахӗсем шырарӗҫ. Кашни вӗренекен хӑй «Чăваш
сăмахĕсен кĕнекине» ҫырса пӑхрӗ.
Николай Иванович Ашмарин вӗрентнӗ ҫулсем патне таврӑнар-ха. Ҫав вӑхӑтра (1920-мӗш ҫулта) пичетленнӗ "Ҫӗнӗ сӑмахсем" статйинче Ашмарин ҫапла ҫырнӑ: «Чӗлхен те ҫавӑн пекех илемӗ пур, ӑна ют халӑх чӗлхипе хутӑштарса пӗтерсен вӑл хӑйӗн илемне те ҫухатать, Ҫавӑнпа пирӗн хамӑрӑн чӑваш чӗлхине урӑх чӗлхерен илнӗ сӑмахпа пӑсас пулмасть, хамӑра мӗн кирлине пурне те хамӑрӑн чӗлхерен шыраса тупас пулать» ("Лик" журнал, 2005, 1№, С. 156).
Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен О.Г. Сарбаева