Чăваш
чĕлхи эрни пынă май, ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче, 1-мĕш класра вĕренекенсемпе,
«Асанне патĕнче хăнара» вăйă-уяв иртрĕ. Ачасем чăваш тĕррипе, тумĕпе паллашрĕç.
Асаннепе пĕрле юмах юптарчĕç, авалхи вăйăсемпе паллашса вылярĕç. Пĕр-пĕрне шӳт
сăввисемпе витлесе те илчĕç. Уявра ачасем чăваш сăввисем каласа, чăвашла юрăсем
шăрантарчĕç. Вăйă-уяв хаваслă иртрĕ. «Атте-анне чĕлхине, асатте-асаннесен
йăлине манас марччĕ. Чăн-чăн чăваш чунлă чăваш ачисем пулăр. Чăвашăн ырă ятне
яланах çӳллĕ шайра тытса пырар», - тесе вĕçлерĕ уява асанне.
1-мĕш
класс ертӳçи Артемьева Е.В.