Иван Яковлев чăваш халăхне панă халал

Иван Яковлев чăваш халăхне панă халал


«… Чăвашсен ку тарана ҫити упраннă

 пуянлăхӗ тата тӗлӗнтермӗшӗ вăл - чӗлхе, юрă, тӗрӗ.

 Чăвашсен ҫӗр пин сăмах, ҫӗр пин юрă, ҫӗр пин тӗрӗ…»

И. Я. Яковлев

 

        Мĕн-ха вăл халал? Çапла ыйтуран пуçларӑмӑр 11-мӗш класра Чӑваш чӗлхи эрнинчи калаçу урокне.  Словарьте  «Халал» сӑмаха  – пил, ырă сăмах тесе ӑнлантарнӑ. Малтанах И.Я.Яковлев «Люди-легенды: Иван Яковлев» документла фильм куртӑмӑр. Çак фильма 2018 çулта ӳкернӗ, чăваш халăхне çутта кăларас енĕпе историне кĕрсе юлнă Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланӑ. Фильма интервью евӗр тунӑ.  

        Унтан Иван Яковлев чăваш халăхне панă халал сӑмахӗсене аса илтӗмӗр. И.Я. Яковлев хăйĕн кашни пилне пире вĕрентсе, ырă сунса панă. Иван Яковлевич çапла çырса хăварнă: «Килĕшсе ĕçленĕ ĕç пысăк усăллă – çакна пĕлсе тăрăр, ун пек ĕçе юратăр. Чи пĕчĕк ĕçе те пит пикенсе, юратса ĕçлĕр!» Çак 1-мĕш халала эпир «Ĕçе хăнăх» тесе каларӑмӑр. Ача ĕçе чи малтан ашшĕ-амăшĕпе ĕçлеме хăнăхать. Чăваш ĕçченлĕхĕ халăхăн ĕмĕртен пыракан хăвачĕ.  Çавăнпа ĕлĕк чăвашсем: «Улттăри арçын ача ашшĕн ĕçне тума, улттăри хĕр ача амăшĕн ĕçне тума пултартăр», – тенĕ.

        2-мĕш халала эпир «Туслă пурăнар» терӗмӗр. Туслă пурăнмалли çинчен Иван Яковлевич ача-пăча калавĕсенче нумай çырнă. «Тилĕпе тăрна» ятлă калава Букваре те кĕртнĕ.

         «Тăван халăха пулăшса пымалла. Эсир вĕсен хушшинчен тухнă, ĕçлессе те вĕсемшĕн ĕçлемелле», – тесе çырнă Иван Яковлев. Çавăнпа та эпир 3-мĕш халала «Ăслă-тăнлă пулăр» тесе ят патăмăр.

          4-мĕш халал çапларах янрать: «Йĕркеллĕ, типтерлĕ пулăр, астаракан япаларан шикленĕр, эрех таврашĕнчен, ытти ăçтиçукран хăраса тăрăр». Сывлăхлă çын телейлĕ, ăна пĕчĕкренех упрама пĕлес пулать.

         5-мĕш халал та пысăк пĕлтерĕшлĕ: «Сирĕн пурнăçра ялан тĕрĕслĕх пултăр». Чăннипех те, тĕрĕслĕх – чи хаклă пуянлăх. «Кукăр çулпа çӳресрен, ултавпа тăвас ĕçрен хăраса тăрăр». Çак шухăш Иван Яковлевичăн «Суеçĕ» ятлă калавĕнче уйрăмах палăрать.

          6-мĕш халал: «Ырлăх тени кашни ачан чĕринче пултăр». «Аннĕр сĕчĕпе йышăннă чĕлхене ан манăр, халăх чĕрине ăнланса илме тăван чĕлхерен ютшăнмасан çеç пулать», – тесе çырнă Иван Яковлев. Ан манăр, туссем: атте-анне чĕлхи – пуринчен те пахи, пуринчен те илемли!

          7- мĕш халал: «Кашни чăваш пурнăçĕнче чун-чĕре илемĕ тĕп вырăнта пултăр». Чăваш – чунтан-вартан юратакан халăх. Юратма пĕлни хăйне кура илем. Пурте илемлĕ пулмалла çынра: сăн-пичĕ те, хăйне тыткалани те, юрриташши те, калаçăвĕ те, ĕçĕ-хĕлĕ те, пурнăçĕ те.

           Çын çак çичĕ пилпе килĕшӳллĕ пурăнать пулсан ăна чăн-чăн çын тесе шутланă. Ку пилсене Иван Яковлевич ĕмĕрлĕхе çырса хăварнă. Эпир те унăн халалĕсене яланах асра тытар, вара пурнăçăмӑрта йăнăшсем те сахалрах пулĕç.

Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ О.Г. Сарбаева