Ытларикун Хуракассинчи вăтам шкулта районти шкул директорĕсен вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсен «Пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ памалли патшалăх стандарчĕн условийĕсенче ачасен пĕлÿ илес туртăмне вăйлатасси. Пĕтĕмлетÿ сочиненийĕн результачĕсем» семинар иртрĕ.
Семинара хутшăнакансем шкулта иртекен уçă уроксене итлерĕç тата «Вĕренÿ процесĕ ачасене савăнăç кăна кÿтĕр тесен, ăна мĕнле тĕрĕс йĕркелемелле.» ыйту çине хурав пама тăрăшрĕç.
Ачара вĕренес кăмăл уçма, ăна тĕллев лартма май паракан условисене вырнаçтармалла, кашнинчех пытаннă пултарулăха уçма пĕлмелле. Çав вăхăтрах вĕрентекенĕн ачан хăйĕн уйрăмлăхĕсене перекетлесе хăварма тăрăшмалла. Ерипен палăртнă тĕллеве пурнăçласси патне илсе пымалла. Вĕрентÿ процесĕ вăл - тĕплĕ тата тимлĕ туса пымалли ĕç. «Çакна шута илсе ĕçлесен кăна эпир лартнă тĕллевсене пурнăçлама пултарăпăр»,- палăртса хăварчĕç унăн ĕçне хутшăннисем.
Каярах директорсен çумĕсем умне район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин информаципе методика центрĕн ертÿçи Людмила Явгаева тухрĕ. Вăл 11-мĕш класс ачисем çыракан пĕтĕмлетÿ сочиненийĕсен тата Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн муниципаллă тапхăрĕн результачĕсемпе паллаштарчĕ.
О. САРБАЕВА.