Çанталăк ăшăтсах пырать. Кунран-кун хĕвел хăйĕн ăшшине çĕр çине ытларах сапалать. Юр сисĕнмесĕрех ирĕлет. Яланхиллех çуркуннепе тавралăх ыйхăран вăранать, шыв-шур тапранать. Кăçал - пĕр-пĕр ырă ĕçе никам хушмасăр, хăй пуçарулăхĕпе тăвакан Хастарсен çулталăкĕ. Иртнĕ кану кунĕнче Çĕньял Пукашра пурăнакансем пурте пĕр кăмăллă пулса кĕреçесем йăтса ял тулашне тухрĕç. Уйри юр ирĕлсе вăйлăн юхакан шыв яла инкек кăтартасран шыв çулне уçма тытăнчĕç. Ăна ялтан аяккалла пăрса ячĕç. Ял старости йĕркеленипе çак ĕçе вăхăтра тума васкарĕç вĕсем. Пурте пĕр каварлă пулнăран палăртнă ĕç кал-кал пычĕ, часах пурнăçланчĕ. Ахальтен каламан çав ваттисем "Туслăхра - вăй" тесе. Малашне те çапла туслă пулма, пур ĕçе те пĕрле тата вăхăтра туса пыма калаçса татăлчĕç кунта. Яланах çапла пултăрччĕ.
С.КАРПОВА, ял ĕçченĕ.