Чăвашрадио журналисчĕсем О.Верликова тата А.Фомина Хуракасси шкулĕнче хăнара пулчĕç. Вĕсем асăннă шкулта 1961 çулхи пушарта пулса иртнĕ инкек çинчен передача хатĕрлеççĕ. çак тĕллевпе пушарта вилнĕ тăванĕсем çинчен ачасемпе тĕл пулса калаçрĕç.
Çиччĕмĕш класра вĕренекен Светлана Кузнецова кукамăшĕ çинчен каласа пачĕ. Мария Федоровна Николаеван икĕ аппăшĕ (13 çулхи Тамара тата 7 çулхи Надя) пушартан çăлăнайман иккен. Пуçĕ ыратнипе ун пиччĕшĕ Николай килне кайни ăна инкекрен хăтăлса юлма пулăшнă. Унсăрăн вăл та пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă пулĕччĕ. çывăх тăванĕсене асăнса вилтăприйĕсем çине чечексем хума Николай Федорович кăçал та Тольятти хулинчен килчĕ, хурлăхлă митинга хутшăнчĕ.
Инесса Кузнецован та асăннă пушарта кукамăшĕн (Альбина Степановна Анисимован) аслă аппăшĕ Светлана вилнĕ. Вĕсем пиччĕшĕпе тата тепĕр 5 ачапа пĕрле кỹршĕре вырнаçнă Элменкассинчен шкула концерт курма пынă. Илемлĕ юрăсен асамлăхĕпе киленме килнĕ çичĕ ачаран виççĕшĕ çеç чĕрĕ юлнă.
Улттăмĕш класра вĕренекен Арсений Сынков та чĕнмесĕр тăма пултараймарĕ, хăй çитĕнекен çемьери чуна ыраттаракан хурлăхлă хыпара хăнасене пĕлтерме васкарĕ. Вăл журналистсене Римма Васильевна Лесникова мăнаккăшĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Римма Васильевна пĕр кун хушшинче пĕр ачасăр тăрса юлать. çак хăрушă инкекре 11 çулхи Алефтинăна, 8 çулхи Галинăна, 6 çулхи Николая, 3 çулхи Людмилăна çухатать вăл. Этем тỹсейми хуйха-суйха пула ир ватăлнă вăл, тăнне çухатнă. Халĕ Римма Васильевна 88 çулта, ăна тăванĕсем пăхса тăраççĕ.
Хуракасси шкулĕнче пулса иртнĕ трагеди çинчен «Паттăрсен çулĕпе» радиопередача 99,9 FM хум çинче çитес тунтикун ирхине 6 сехет 20 минутра эфира тухать.