Кашни çын пурнăçĕнче Аннепе Атте чи пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни каламасăрах паллă. Ăс-хакăл культурине тата çемьери йăла-йĕркесен тивлетне çỹллĕ шая çĕклемеллине, çамрăк çынсен çемье çавăрас ыйту çине яваплăрах пăхмаллине тĕпе хурса ĕнтĕ кăçалхи çула Чăваш Республикинче Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе ят панă. Чăвашсен паллă просветителĕ И.Яковлев "Чăваш халăхне панă халалĕнче" çапла каланă, "Çемйĕре лайăх пăхса усрăр, çемье вăл халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ. Пĕр-пĕринпе сапăр пулăр, çукшăн-пуршăн чашкăрса çỹресрен, харкашасран аякра тăрăр. Пĕр-пĕрин сăмахне тăнласа пурăнни, пĕр-пĕрне ырлăх туса тăни пурнăçа хăват парать". Ку сăмахсемпе пурте килĕшеççĕ пулĕ тетĕп. Анне - пире çуратакан, пире вĕрентекен. Пĕр сăмахпа каласан, анне - пурнăçри пĕрремĕш Педагог. Ача сачĕпе шкул вăхăтне çитсен воспитатель тата учитель иккĕмĕш анне пулса тăраççĕ. Вĕсен ăс-хакăл пуянлăхĕ, ырă та тĕрĕс вĕрентĕвĕ ачасене тỹрĕ çул çине тухма пулăшаççĕ. Иккĕмĕш анне вырăнĕнче тăракан воспитатель профессийĕн пĕлтерĕшĕ вышкайсăр пысăкки те каламасăрах паллă. Хам вĕрентнĕ ачасем хушшинче те çак специальнăçа суйласа илнисем пур. Сăмахран, Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче вĕренекен Настя ИВАНОВА. Вăл иккĕмĕш анне пулас яваплăха еплерех туйнине, хакланине пĕлес тĕллевпе унпа тĕл пулса калаçрăм. - Настя, мана чи малтанах эсĕ мĕншĕн воспитатель профессине суйласа илни кăсăклантарать. - Ман шутпа, воспитатель чи кирлĕ те пархатарлă профессисенчен пĕри. Ача садне пырса кĕретĕн кăна - сан йĕри-тавра лара-тăра пĕлмен, пĕтĕмпех ăнланакан тата пурне те пĕлессишĕн çунакан ачасем. Вĕсен куçĕсем çиçсе те йăлтăртатса тăраççĕ, хĕлхем сапаççĕ. Тепĕр самантранах эсĕ вĕсен пурнăçĕпе пурăнма пуçлатăн. Пĕрремĕш хут практикăра ача садне пырсан малтан шиклĕ ыйтусем çуралнăччĕ, мĕнрен пуçăнмалла, мĕнле вĕрентмелле, мĕн кĕтеççĕ вĕсем пирĕнтен. Куçĕсенчен пăхатăн та пĕтĕмпех ăнланатăн, вĕсем мĕн те пулин çĕннине пĕлесшĕн, вĕренесшĕн, вылясшăн тата кашниех чунĕсене уçса парасшăн. Халĕ вара эпĕ çирĕплетсех калама пултаратăп, манăн пурнăçри чи паллă та кирлĕ самантсенчен пĕри вăл - воспитатель пулма шухăш тытни. - Мĕншĕн эсĕ çак колледжа суйларăн. - Кунта воспитателе кăна мар, ытти специальнăçсене те алла илме пулать. Тĕслĕхрен, дизайнер е рекламăпа ĕçлекен тата ытти те. Пирĕн колледжра пысăк квалификациллĕ преподавательсем, хăйсен ĕçне лайăх пĕлекен специалистсем ĕçлеççĕ. Вĕреннĕ теорие çийĕнчех практикăра çирĕплетсе пыратпăр. Çакă лайăх пĕлỹллĕ специалистсем пулса тухма май парать. Колледж малаллах аталанса пырать. Акă, 2016-2017 вĕренỹ çулĕнче пуçламăш классене вĕрентекенсене хатĕрлеме пуçларĕç. Кăçалтан тата физкультура учителĕ пулас текенсем те кунта вĕренме килме пултараççĕ. Суйласа илнĕ профессие алла илнĕ хушăрах тепĕр специальнăçпа хушма диплом илме пулать. - Студентсен колледжри пурнăçĕ мĕнлерех тата. - Çĕнĕ çĕрте çĕнĕ юлташсем тупрăм. Вĕсем те тин кăна тăван килĕсенчен вĕренме килнĕскерсем. Пĕрле пире хăнăхма çăмăлрах пулчĕ. Пушă вăхăт çукпа пĕрех. Эпĕ колледжра пулса иртекен пур мероприятие те хутшăнма тăрăшатăп. Колледж пурнăçĕ - пирĕн пурнăç, наука тĕлĕшĕнчен те, творчество енчен те. Спортпа та туслă эпир, сывлăха çирĕплетме колледж çумĕнчи стадиона çỹретпĕр. Вĕренỹре те ĕлкĕрсе пырас тесе пĕтĕм вăя хуратăп. -Мĕн çинчен ĕмĕт-ленетĕн, пуласлăхра эсĕ хăвна мĕнле куратăн. - Эпĕ хама пуласлăхра воспитательте куратăп. Ачасене тĕрĕс аталанса пыма пулăшасси - пирĕн тивĕç. Вĕсене çĕршыва, тăван тавралăха, атте-аннене юратма вĕрентĕп, çавăн пекех спортпа туслашма хăнăхтарăп, мĕншĕн тесен спортпа туслă ача çирĕп сывлăхлă пулса çитĕнет, вăхăта компьютер умĕнче ларса усăсăр ирттермест. Настьăпа калаçнă хыççăн хам валли çапла пĕтĕмлетỹ турăм, Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнчен вĕренсе тухнă воспитательсемпе учительсене хамăр ачасене шанса пама пултаратпăр. Вĕсем пирĕн ачасене тăван анне пекех юратĕç, вĕсене тĕрлĕ енлĕ аталантарса пыма амăшĕсемпе пĕрле тăрăшĕç.
И.ВАСИЛЬЕВА, Хуракасси шкулĕнче вĕрентекен.