Тăван тавралăх илемлĕрех те тасарах пултăр тесен пурин те тăрăшмалла. Тавралăх илемлĕхне упрама чи ансат ĕçрен пуçăнмалла. Çутçанталăк илемĕпе канма тухрăн пулсан, хăвăн хыççăн çỹп-çап ан хăвар. Пирĕнтен кашниех çутçанталăка пулăшма пултарать. Акă, нумаях пулмасть Çĕньял Пукашпа Услă Пукашра пурăнакан Хуракасси шкулĕнче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем уроксем хыççăн автобус чарăнакан вырăна пуçтарăнтăмăр. Пурин аллинче те - ĕç хатĕрĕ. Кашниех тăрăшса тавралăха тасатма тытăнчĕ. Ĕç вĕресе тăчĕ. Кĕске хушăрах юр айĕнчен тухса сапаланнă çỹп-çап пĕр çĕре пухăнчĕ. Аслисем тимлĕн пăхса тăнипе хăшĕсене вырăнтах çунтартăмăр, кĕленче ванчăкĕсене михĕсене тултартăмăр. Хамăр пурăнакан тавралăха пурин те тасарах тытмаллине манас марччĕ. Çĕр-аннемĕре юратар, тавралăх пуянлăхĕпе илемне упрар. Яланах çутçанталăк тусĕ пулар! Л.СЫНКОВА.