Тимуровецсен ырă ĕçĕ
Хĕл ларчĕ те юр ытларах та ытларах çума пуçларĕ. Кил хушшинчи тата ун умĕнчи юра кашни хуçалăхрах тасатаççĕ. Çемьере çамрăксем пулсан самантрах такăр сукмак хывăнать, картишĕнчи юр та пахчана е урама тухать. Ватăсем çеç пурăнакан çуртсем умĕнче вара хăш чухне çил-тăман вĕçтерсе тултарнăран йĕр те çук. Кун пек çынсене пулăшу кирлĕ, паллах. Хуракасси шкулĕнче вĕренекенсем ялти ватăсемпе темиçе çул ĕнтĕ çыхăну тытаççĕ, йывăр вăхăтра пулăшаççĕ. Нумаях пулмасть вĕсем сакăрвунă çула çитнĕ, пĕччен пурăнакан В.Никитин патĕнче пулчĕç. Ачисем ун хулара пурăнаççĕ, эрне варринче килеймеççĕ. Çанталăкĕ çакна шута илмест-çке, хăйĕн ĕçнех тăвать. Шкулти тимуровецсем (тăххăрмĕш класра вĕренекен Д.Иритков, М.Енцов, Н.Колесников, Д.Мартьянов, Н.Соловьев, Д.Романов) Виталий Никитича пỹрт умĕнчи юра тасатма пулăшрĕç. Вĕренекенсен тепĕр ушкăнĕ (Т.Макаров, В.Макаров, А.Максимов, К.Моисеев, Д.Скворцов, М.Ашуркин) Лесная тата Игнатьев урамĕсенче пурăнакан ватăсен килĕ умĕсенчи юра ывăтрĕç тата тăкăрлăка тухма сукмак уçрĕç. Пурте аван ĕçлерĕç. Маттур ачасен ырă ĕçĕсем малашне те хутшăнсах пыччăр. Аслисене йывăрлăхра пулăшма, ăшă сăмахпа хавхалантарма ан манччăр. Н.МАКСИМОВА.