Лару иртрĕ

 

Юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче Хуракасси шкул библиотекинчекĕнекепе туслă пурăнакансен  пĕрремĕш ларăвĕ  иртрĕ.  Ларăва библиотекарь  Светлана Ивановна уçрĕ. Вăл иртнĕ вĕренÿçулĕнче епле ĕссем туса ирттернине каласа кăтартрĕ, кулленхи ĕссемпе паллаштарчĕ, кашнине мĕн ĕçлемеллине  шанса  пачĕ. Кĕнекепе туслă пурăнакансем хăйсем хушшинче ертсе пыраканне те суйламасăр хăвармарĕç. Ăна вĕсем, 8-мĕш класра вĕренекен Толстова Кристинăна шанса пачĕç. Çитес  кунсенчех  хăйсен планне йĕркелеме,план тăрăх  ĕçе вăхăтра пурнăçласа пыма пĕр-пĕрин хушшинче сăмах пачĕç.

Лару пурне те кăмăла кайрĕ, библиотекарь та пĕрле ĕслесе пыма килĕшнĕшĕн питĕ савăнчĕ.

ФОТО

Карпова С.И.библиотекарь