Интереслĕ урок

 

6-мĕш класра вĕренекенсемшĕн паян чăннипех те парне пулчĕ. Вĕсем патне урок ирттерме Хуракасси шкулĕнче нумай çул хушши чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ Андреева Лера Владимировна килчĕ. Вăл чăваш чĕлхипе аса илÿ урокĕ ирттерчĕ. Ачасем синоним, антоним, омоним çинчен хăйсем мĕн пĕлнине аса илсе çирĕплетрĕç. Лера Владимировна ачасемпе тĕрлĕ ĕçсем туса ирттерчĕ: вĕсем уйрăмшарăн та, икшерĕн те, ушкăнпа та ĕçлерĕç. Ăста вĕрентекен ачасен пултарулăхне аталантарасси çинчен те манмарĕ. Литературăпа çыхăнтарса кĕркунне çинчен сăвă çырчĕç, унта синонимсемпе усă курма тăрăшрĕç.

Ачасем урокра питĕ хастар пулчĕç. Уйрăмах Рыбаков Коля, Овчинников Никита палăрчĕç. Маттуррисен шутĕнче Егоров Эдик, Смирнова Настя, Алексеев Игорь те пулчĕç. Сăвă çырас ăсталăхпа вара Сарбаева Катьăпа Мадянов Алёшăна çитекен пулмарĕ. Юлашкинчен Лера Владимировна ачасене хăйсен пĕлĕвне тата ытларах ÿстерме, тăрăшса вĕренме, пултарулăхне аталантарма, «Тантăш» хаçатпа çыхăну тытма сĕнчĕ.

Урок ачасене питĕ килĕшрĕ. Вĕсем те Лера Владимировнăна тав сăмахĕ каларĕç, Ваттисен кунĕ ячĕпе саламларĕç, нумай çул хушши пурăнма çирĕп сывлăх сунчĕç. Эпир хамăр аслă вĕрентекенпе тата тĕл пуласса шансах тăратпăр.

 

Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Васильева И.А.