Паян, нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче, 7 «б» класра Л.Я.Агаковăн «Кăсăя» повеçĕ тăрăх викторина иртрĕ. Чи малтанах ачасем Леонид Агаков пурнăçĕпе, вăл çырнă хайлавсен кĕнеке выставкипе паллашрĕç. Вĕсене вăрçă темипе çырнă кашни произведенин историйĕ, содержанийĕ кăсăклантарчĕ. Унтан вĕренекенсем икĕ ушкăна пайланса викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Çивĕч тупăшура «Тимуровецсем» ушкăн (ертÿçи Ильина Екатерина) 10,5 шутпа çĕнтерчĕ. Вĕсенчен кăшт каярах «Хĕрлĕ Çăлтăр» (ертÿçи Нисковских Ксения) юлчĕ. Вĕсем 9 балл пухрĕç. Юлашкинчен ачасем повеçри тĕп сăнарăн, Кăсăян, ĕçĕсене хакларĕç. «Кăсăя вырăнĕнче хамăра мĕнле тытнă пулăттăмăр-ши?» - çак ыйту вĕсене самаях шухăшлаттарчĕ. Чăнах та, хаяр тăшмана хирĕç пынă вăрçăра çĕнтерĕве çывхартас тесе ачасем те пысăккисемпе танах тăрăшнă. Вĕсен паттăрлăхне пирĕн яланах асра тытмалла, вĕсенчен тĕслĕх илмелле. Çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕç ачасем викторина вĕçĕнче.
Класс ертÿçи И.А.Васильева