Чĕмпĕрти чăваш шкулне хăнана

            Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче, класс сехетĕнче, Хуракасси шкулĕнчи 5 класра вĕренекенсем Чĕмпĕрти чăваш шкулне виртуалла экскурсие çитсе курчĕç. Çак мероприятие Чăваш чĕлхи кунне халалласа ирттернине те асăнса хăварас килет.

            Ачасем И.Я.Яковлев уçнă чăваш шкулне  çул тытрĕç, унăн историйĕпе паллашрĕç. Паллă ăсчахăмăрăн пÿлĕмне те  кĕрсе курчĕç.  Кунтан вĕренсе тухнă паллă çынсем çинчен пĕлчĕç. Паянхи Ульяновскăн паллă вырăнĕсене сăнарĕç, палăксемпе паллашрĕç. Çак экскурси вĕренекенсен асĕнче  юласса шанас килет.